«Сывлӑх енчен хавшани — пурнӑҫ вӗҫӗ», — каларӑш тӗресех маррине республика спортсменӗсем хӑйсен тӗслӗхӗпе яланах ҫирӗплетме хатӗр. Ӗнер те, ҫурлан 6-мӗшӗнче сусӑрсем ҫӑмӑл атлетикӑпа тата шывра ишессипе Раҫҫейӗн юниорла пӗрлешӳллӗ ушкӑнӗн йышӗнче колясочниксен тата чӑлахсен халӑхсем хушшинчи спорт федерацийийӗн пӗтӗм тӗнчери юниорла вӑййисене (IWAS) хутшӑнма Пуэрто-Рико ҫӗршывне ҫул тытнӑ.
Ҫӑмӑл атлетикӑпа Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне пирӗн ентеш те — Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗн вӗренекенӗ Константин Репин (тренерӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ Андрей Михалов) та кӗнӗ.
Константин ахаль лекмен ҫак ушкӑна. Шупашкарта ҫӗртме уйӑхӗнче чӑлахсем хушшинче ҫӑмӑл атлетикӑпа чемпионат тата Раҫҫей первенстви иртнӗ. Ҫак ӑмӑртун пӗтӗмлетӗвсем тӑрӑх ӗнтӗ Константин Репин Тӗнче первинствине кайма тивӗҫнӗ. Пӗлме: ҫамрӑк спортсмен яшсем хушшинчи 100 тата 200 метр чупура ҫӗнтернӗ кӑна мар, унсӑр пуҫне унӑн кӑтартӑвӗ ҫӗршыв чемпионатӗнче Т-38 ушкӑнлӑ спортсменсем валли чи лайӑххи пулнӑ.
Пуэрто-Рикори пӗтӗм тӗнчери вӑйӑсем ҫурлан 16-мӗшччен пырӗҫ.
Паянхи кунсенче Пенза хулинче Раҫҫейри вӗренекенсен VI ҫуллахи спартакиадин финалӗ пырать. Нумай пулмасть унта «Чистые пруды» кану базинче триатлонпа ӑмӑртусем вӗҫленнӗ. Ӑмӑртӑва ҫӗршыври 16 тӗрлӗ тӑрӑхри 90 спортсмен хутшӑннӑ, вӗсен шутӗнче пирӗн 7 ентеш.
Спартакиада историнче пӗрремӗш хут яшсем хушшинче пирӗн ентеш, Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти УОР тата Чӑваш Ен Минспорчӗн СДЮШОР №3 вӗренекенӗ Дмитрий Ефимов ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Дистанцийӗ — 300 м шывра ишесси, велочупу — 10 ҫх тата 2 ҫх чупу. Ӑна пӗтӗмешле вӗҫлеме Дмитрие 27 минут 16,07 секунд ҫеҫ кирлӗ пулнӑ.
Дмитрий Ефимов «ылтӑн» тивӗҫнӗшӗн ӑна эпир саламлатпӑр, унӑн ҫитӗнӗвӗпе мухтанатпӑр.
«Интеграл» технопарк Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗпе тата «Капитошка» ача-пӑча аталанӑвӗпе кану центрӗпе пӗрле пулса паян салтак юррин кунне ирттерет. Ӑна спутник-хулари «Ельник ращи» культурӑпа кану паркӗнче йӗркелӗҫ. Вӑл 12 сехетре пуҫланать.
Унта ветерансене, тӗрлӗ хирӗҫ-тӑрӑва хутшӑннисене йыхравланӑ иккен. Пухӑннисем салтак тата патриот юррисене итлесе киленӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ десантниксен привалне юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Граффити енӗпе ирттернӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисене те паян чысламалла.
Кӑҫалхи ҫур ҫулта Чӑваш Енрен тухса каякансен йышӗ пӗлтӗрхи кӑрлач–ҫӗртме уйӑхӗсенчинчен 13,2 процент нумайланнӑ. Ҫапла вара асӑннӑ ҫак тапхӑрта пирӗн республикӑран 7 103 ҫын урӑх ҫӗре куҫса кайнӑ, ҫавсенчен 6 891-шӗ ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне сапаланнӑ, ыттисем чикӗ леш еннех куҫ хывнӑ.
Пирӗн пата пурӑнма вара 4 946 ҫын килнӗ иккен. Пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑрпа пӑхсан, хайхисен йышӗ 4,1 процент сахалрах-мӗн.
Килен-каян йышне районсемпе хуласем тӑрӑх танлаштарса пӑхнӑ та, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Пӑрачкав районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче тӗпленме кӑмӑл тунисен йышӗ куҫса каякансенчен ытларах иккен. Патӑрьел, Канаш тата Етӗрне районӗсенчен вара каякансем унта пыракансенчен — нумайрах.
Информаци ятӗнче чӑваш терӗмӗр те, анчах килен-каян хушшинче ытти халӑх ывӑл-хӗрӗ те пулма пултарать.
Паян, ҫурлан пӗрремӗш кунхине Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫынсем пӗр кӑсӑклӑ пулӑм тавра сӑмахлама чарӑнмаҫҫӗ — ара паян 1:26 сехетсенче хулари ТЭЦ-3 ҫийӗнче хуралҫӑсем куҫпа курнӑ, карас телефон ҫине YKJ ӳкерсе илнӗ имӗш.
— Тӗпчесе пӗлмен ӗскере ахаль карас телефонӗ ҫине ӳкерсе илнӗ, ҫавӑнпа та видео пахалӑхӗ лайӑхах мар, ТЭЦ трубисем кадрта курӑнмаҫҫӗ. Пӗрлӗ ӗҫлекенсемпе эпир курнӑ тӗлӗнтермӗшрен калаҫми пулса лартӑмӑр. Пӑхӑрсем хушшинче кирпӗч евӗрлӗ япала ҫутатса тӑратчӗ. Шел пулин те эпир кӗске фрагмента ҫеҫ ӳкерсе ӗлкертӗмӗр, хыҫҫӑн объект куҫ умӗнчен ҫухалчӗ, — каласа парать Юрий Филиппов.
Ҫӗнӗ Шупашкарта асӑрханӑ тӗпчесе пӗлмен вӗҫекен ӗскере «ПроГород» сайтне кӗрсе курайраҫҫӗ.
Паян, утӑн 31-мӗшӗнче «Грани» хаҫат редакцинче журналистсен Чӑваш Енӗн премьер-министрӗпе Иван Моторинпа тата республикӑри хыпар политики тата массӑллӑ коммуникацийӗсен министрӗпе Валентина Андреевӑпа тӗлпулу иртнӗ.
ЧР министӑрсен кабинечӗн председателӗ экономика кӑтартӑвӗсем чакни ҫинче, хуласене пӗрлештерни ҫинчен, Шупашкар шыв управӗн шайне хӑпартни ҫинчен, ТБО полигон ҫинчен, эрех таврашне сутасси ҫинчен тата ытти пулӑмсем ҫинчен калаҫнӑ.
Тӗлпулура хускатнӑ ыйтусене шӑматкун тухакан «Грани» хаҫат номерӗнче вуласа пӗлме пулать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем час-часах тӗрлӗрен тӗллевсемпе республика тӗп хулине ҫул тытаҫҫӗ. Кашнинче маршрутлӑ таксипе, автобуспа е таксипе усӑ курни укҫа-тенкӗ енчен те тӑкаклӑ тата яланах хӑтлӑ мар. Ҫавна пула Ҫӗнӗ Шупашкарта тепӗр ҫул ҫӗнӗ троллейбус маршручӗ уҫма планланӑ. Вӑл вара Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкара ҫыхӑнтарӗ.
— Обществӑлла транспорт мӗнле хисеппе ҫӳрени хальлӗхе паллӑ мар-ха. Кӑҫал троллейбуса пӗр енне каякан ҫеҫ тӑвӗҫ пуль, тепӗр ҫул вара икӗ еннех. Троллейбус ӑҫта, мӗнле ҫӳрессине халӑх сасӑлавӗпе йышӑнма палӑртнӑ, — пӗлтернӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗн директорӗ Валерий Шимин.
Паянлӑха проектӑн документацине хатӗрлеҫҫӗ. Чӑвашгражданпроектӑн тӗп архитекторӗ Радий Рахимов пӗлтернӗ тӑрӑх кирлӗ хутсем уйӑхран хатӗр пулӗҫ. Проект тӑрӑх лаптӑк тӑршӗ 780 метр пулать. Ҫак лаптӑкра ҫыхӑну линине тӑсма тивӗ.
Ӗҫсене пӗтӗмӗшле вӗҫлесессӗн вара хула халӑхӗ транспорт ҫӑмӑллӑхӗпе туллин усӑ курма пултарать.
Аслӑрах ӑрурисем аван пӗлекен пӗр юрӑра ҫав йӗркесене виҫҫӗмӗш сӑпатра, нумайлӑ хисепре калатчӗҫ-ха. Эпир вара кӑшт ылмаштартӑмӑр. Ара, ӗлӗкрех «Ҫӗре — хресчене, савутсене — рабочисене» текен лозунгпа пурӑннӑ мар-и? Паян, ав, чылайӑшӗ — уйрӑм ҫын аллинче… Тепӗр тесен, пулинех. Чи кирли — налукне тӳлеччӗр те ӗҫлекенсене ан кӳрентерччӗр.
Ҫӗнӗ Шупашкарта тепӗр савут ҫӗклеме палӑртнӑ. Кун пирки «Химпром» акционерсен обществипе «Кематур Инжиниринг АБ» шведсен компанийӗ шывамӑш (водород) перекиҫӗ кӑларакан савут тӑвасси пирки алӑ пуснӑ иккен. Вӑл «Химпромӑн» лаптӑкӗнче хута каймалла. Ӑна 2015 ҫулта хута яма шухӑшлаҫҫӗ иккен. Унта ҫулталӑкне 50 пин тонна шывамӑш перекиҫӗ туса кӑларасшӑн.
Тӗнчипе мӗнле кӑна спорт тӗсӗ ҫук та пуль. Пурин ятне пӗлсе те ҫитеймӗн. Республика спортсменӗсем вара спорт тӗсӗсене пӗлеҫҫӗ кӑна мар, вӗсенче хутшӑнаҫҫӗ те.
Шӑматкун, утӑн 27-мӗшӗнче 10:00 сехетсенче Ҫӗнӗ Шупашкарти Андриян Николаев ячӗллӗ тӗп стадионта спидскейтингпа (кӑлтӑрмачлӑ тӑркӑчпа хӑвӑрт чупасси) Чӑваш Республикин Кубокӗ иртнӗ. Унта хутшӑнма республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен пуре 42 спортсмен килсе ҫитнӗ.
Нумай майлӑ кӗрешӗвӗн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх яшсем хушшинче ҫӗнтерӳҫӗ ятне Атнер Федоров тивӗҫнӗ. Иккемӗш вырӑнта вара Дмитрий Паликов, виҫҫӗмӗш — Илья Киселев.
Хӗрсем хушшинче вара пьедисталӑн чи ҫӳллӗ картлашкинче Салампи Федорова вырнаҫнӑ, Анна Порфирьева вара — иккемӗш, Анастасия Порфирьева — виҫҫемӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Арҫынсем хушшинче тивӗҫлӗ вырӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти спорт шкулӗн трненер-вӗрентекенӗ Александр Никандров йышӑннӑ. Галина Казанбаева хӗрарӑмсем хушшинче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Шупашкар чысне хӳтӗлекен Надежда Федорова иккемӗш вырӑна тухнӑ, Анна Цыковникова — виҫҫӗмӗш.
Спидскейтингпа Чӑваш Республикин Кубокӗн виҫҫемӗш тапхӑрӗ Ҫӗнӗ Шупашкартах ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче иртет.
Ҫулла ҫуна, хӗлле урапа хатӗрлеме хушнӑ чӑваш. Хальхи вӑхӑтра республикӑри коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем ӑшӑтмалли тапхӑра хӗрсех хатӗрленеҫҫӗ. Паянхи куна ӗҫсен 65 процент пурнӑҫланӑ-мӗн. Авӑн уйӑхӗн ҫурри тӗлне вӗсем ҫакна пӗтӗмӗшле вӗҫлеме шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.
Ӑшӑтмалли тапхӑра япӑх хатӗрленекенсен шутӗнче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗмӗрле хулине палӑртнӑ-мӗн. Кун пирки вӑл ҫак темӑпа Раҫҫейӗн вице-премьерӗпе Дмитрий Козакпа видеоконференцие хутшӑннӑ хыҫҫӑн пӗлтернӗ-иккен. Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Улатӑр хулисем яваплӑхпа палӑрса тӑраҫҫӗ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |